azlyrics.biz
a b c d e f g h i j k l m n o p q r s t u v w x y z 0 1 2 3 4 5 6 7 8 9 #

the evil sun – эс пур lyrics

Loading...

эс пур lyrics
эс ишме пĕлмен пулă
эс вĕçме пĕлмен кайăк
сана çап — эсĕ кулăн, санран кул — эс пуç тайăн
чĕлхее туртса илнĕ, этем ячĕ пăчланнă
эс чăваш пулса килнĕ, шел, çакна эсĕ маннă

тăлăх çумăр йĕрĕ+йĕрĕ
юхĕ ахăрса шыв+шур
ыратать пулсан —
эс чĕрĕ
ыратать пулсан —
эс пур

эс ташла пĕлмен лĕпĕш
эс ишме пĕлмен кимĕ
сан суй — эсĕ килĕш
никам та çăлма килмĕ
шухăша часрах питĕр
куллуна эс хурат
мĕн курнать çăлтăр витĕр —
çук, йăлтах каç çăтать

тăлăх çумăр йĕрĕ+йĕрĕ
юхĕ ахăрса шыв+шур
ыратать пулсан —
эс чĕрĕ
ыратать пулсан —
эс пур
эс юрла пĕлмен шăпчăк
эс чупма пĕлмен ăйăр
пÿлĕмре халь ма пăчă?
урай ма йăштăр хăйăр?
чĕкеçсем хумханаççĕ —
ахăртнех, çумăра
халь чĕлхешĕн çунаççĕ тĕппипех
эс вара?

тăлăх çумăр йĕрĕ+йĕрĕ
юхĕ ахăрса шыв+шур
ыратать пулсан —
эс чĕрĕ
ыратать пулсан —
эс пур

тăлăх çумăр йĕрĕ+йĕрĕ
юхĕ ахăрса шыв+шур
ыратать пулсан —
эс чĕрĕ
ыратать пулсан —
эс пур



Random Lyrics

HOT LYRICS

Loading...